Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хӗрсем утӑ ҫулма тухса каяҫҫӗ (Эмине)

Хӗрсем утӑ ҫулма тухса каяҫҫӗ,
Умӗсене шурӑ саппун ҫакаҫҫӗ.
Эп ют кас ачипе калаҫнӑшӑн
Хӗрсем кураймасӑр тӑраҫҫӗ.

Уйӑх ҫути ҫутӑ ҫутатать иккен,
Ун ҫутипе ҫӳреме пулать иккен,
Ман чуна савни ҫунтарать иккен,
Тӑшманран та вӑйлӑрах иккен.

Сад пахчинчи кӗрен мӑкӑнь чечекне
Пӗр кас ҫумӑр ҫуса йӗпетсе кайрӗ.
Ӑш пусаракан чунӑм савнине
Тӑшман килсе уйӑрса кайрӗ.

Ку сӑвӑна «Шурӑ кашкӑр эткерӗ» (Чӑваш литературин антологийӗ, I том) кӗнекерен илнӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кунта Эминен ытти сӑввисене вулама пулать


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-12-18 23:25:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4971 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем